Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем те хальхи саманара тӗрлӗ хыпара тӗнче тетелӗнче ытларах шыраҫҫӗ. Анчах, шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева шухӑшланӑ тӑрӑх, алла кӗнеке тытса вуланинчен пахи ҫук. Шкул вулавӑшӗн кунӗ тӗлне 9-мӗш класра пӗлӳ пухакансем Наталья Никифорова библиотекаре уяв ячӗпе саламласа сӑвӑсем хайланӑ, вуласа панӑ.
«Кӗнеке пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ пулнине ачасем мӗн пӗчӗкрен ӑнланса ҫитӗнеҫҫӗ, пушӑ вӑхӑтра час-часах библиотекӑна ҫӳреҫҫӗ. Вулавӑшра тематикӑллӑ мероприятисем, куравсем ирттереҫҫӗ. Кунта чӑваш тата вырӑс литература программине тивӗҫлӗ кӗнекесем, ытти илемлӗ литература, ӑслав литератури, хаҫат-журнал чылай. Вулавӑш фондне пуянлатма ҫулсеренех ҫӗнӗ кӗнеке килсех тӑрать. Ҫитес вӑхӑтра шкултан вӗренсе тухса каякансем чӑваш чӗлхипе литература предмечӗсене ҫӗнӗ учебниксемпе вӗренме тытӑнӗҫ», – тет Алина Николаева.
Шупашкар районӗнче строительство организцийӗсенчен пӗри, «СК Приоритет» тулли мар яваплӑ общество, ача пахчине юсама килӗшнӗ. Муниципалитетпа вӑл контракта кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта ӗҫе пӗр уйӑхра вӗҫлеме шантарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, Шупашкар районӗнчи Карачурари «Фиалка» ача пахчине юсаса пӗтермен.
Ӗҫе муниципалитетпа тунӑ килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеменнине прокуратура та ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑншӑн надзор органӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Строительство организацийӗн пуҫлӑхне суд администраци мелӗпе явап тыттарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫeҫnӗл Мишши музейӗнче «Кӗр сӑри» уяв ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Шупашкар районеӗнчи «Шортан» халӑх фольклор ансамблӗ авалхи йӑла-йӗркене, юрра-ташша кӑтартса парӗ. Ертӳҫи — Надежда Михайлова, купӑсҫи — Геннадий Якимов, ташша вӗрентекенӗ — Надежда Васильева.
20 сехетрен Надежда Васильева чӑваш халӑх ташшине ӑста ташлама вӗрентӗ. Вырӑн сахал, ҫaвӑнпа 20 сехетчен пыма тӑрӑшӑр. Маска илме ан манаӑр», — тесе ҫырнӑ Антонина Андреева.
Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, чылай ҫул Шупашкар районӗнче тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлесе пурӑннӑ Анатолий Князев Коми Республикинчен тӑван тӑрӑха таврӑнать. Ку хыпара «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Анатолий Князев Комин ҫӗнӗ правительствине кӗмен. Регион пуҫлӑхӗ Владимир Уйба ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Анатолий Пантелеймонович вице-премьер — ял хуҫалӑх министрӗн пуканӗсӗр юлнӑ. Ку хыпара вырӑнтисенчен хӑшӗсем кӑмӑлсӑррӑн йышӑннӑ. Сыктывкарта вӗсем акцисем те ирттернӗ.
Халӗ Анатолий Князев тӑван тӑрӑха килме пуҫтарӑнать.
Чӑваш Енре Ял кинофестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртет. Ӑна хальхинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ, вӑл 5 районта иртӗ. Паллах, Роспотребнадзор сӗнӗвӗсене те шута илӗҫ.
Паян кинофестиваль Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче уҫӑлӗ. 18 сехетре унти кинозалта пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухӗҫ. Кинозалта «Чӑвашкино» ӳкернӗ «Ҫынсем-халапсем» ярӑмри документлӑ фильмсемпе паллашма май пулӗ. Киностудин фондӗнчи илемлӗ фильсемпе те паллаштарӗҫ. Вӗсен йышӗнче – «Ржев» тата «28 панфиловцев».
Юпан 20-мӗшӗнче кинофестиваль Тӑвай районӗнче иртӗ, унтан – Патӑрьел тата Куславкка районӗсенче. Юпан 23-мӗшӗнче мероприяти Муркаш районӗнче вӗҫленӗ.
Шупашкар районӗнчи 38 ҫулти вӑйпиттие 14-ри яша хӗненӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Арҫын Етӗрне районӗнчи Исимпай ялӗнче пӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Унпа харкашма тытӑнсан хӗрарӑмӑн 14 ҫулти ывӑлӗ яланах амӑшне майлӑ пулнӑ, ӑна хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Усал арҫын ҫавӑншӑн ача ҫине пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ.
Яша нушалантарса пурӑннӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Маларах ҫавӑн пек тӗслӗх Йӗпреҫ районӗнче пулнӑччӗ. Унта арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Семенова Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗн патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ. Талпӑнуллӑ артист конкурса вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ инсценировкӑпа (пьесӑпа) хутшӑннӑ. Ӑна театрта ачасем валли лартма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Алевтина хӑй те амӑшӗ пулнӑ май ачасем питех вулама юратманнине аван пӗлет. Анчах вӗсене те кӑсӑклантарма пулать. Кӗнеке урлӑ мар тӑк, драматурги урлӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче вӑрҫӑ ҫинчен документлӑ кадрсемпе усӑ курасшӑн. Ӑна пысӑк киноэкран ҫинче кӑтартасшӑн.
Алевтина Семенова (Бранькова) 1982 ҫулта Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма ӳнерӗн тата кино артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑм ӗне сутас тесе улталаннӑ. Пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянакан» та тупӑннӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн банкри счечӗпе кӑсӑкланнӑ, ун ҫине 40 пин тенкӗ укҫа куҫарса панине пӗлтернӗ, банкомата кайса пӑхма сӗннӗ. Хӗрарӑм шухӑша улӑштарнине каласан хайхи этем кӑмӑлсӑрланнӑ, укҫана каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫулланнӑ хӗрарӑм тӑванӗсемпе канашласа та ӗлкӗреймен – лешӗ ҫине-ҫине шӑнкӑравласа укҫа тапӑннӑ. Хӗрарӑм итленӗ.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑма та ҫавӑн пек мелпе улталама хӑтланнӑ. Анчах банк карттин реквизитне хӗрарӑм каламан.
Чӑваш Ен ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӗслӗхсемпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнче икӗ пульницӑна тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ку хыпара республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви паян пӗлтернӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пулнӑ. «Перекетлӗ поликлиника» наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май район пульницинчи стационарта тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттермелле. Министр пульницӑн путвалӗнче юсав ӗҫӗсем епле пынипе те паллашнӑ.
Маларах асӑннӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Ишлейри 2-мӗш номерлӗ район пульницине тата Тутаркассинчи участокри пульницӑна та тӗплӗн юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра тепӗр виҫӗ ФАП тума палӑртнӑ. Ҫавна май виҫӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
ФАПсем Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫра, Шупашкар районӗнчи Шуркассинче, Етӗрне районӗнчи Янӑмра пулӗҫ. Аукционри малтанхи хак – 4 миллион ытла тенкӗ. Аукционсем юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗҫ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчиксен ФАПа кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
ФАП пӗр хутлӑ пулӗ. Унта йышӑнмалли пӳлӗм, процедура тумалли пӳлӗм, эмел упрамалли пӳлӗм тӑвӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 6 ФАП тума пуҫланӑ ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |